Чӑваш Енри икӗ ҫын хӑйсене коммерци фирминчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн хӑйсен ӗҫне пуҫарнӑ. Нимӗн те калаймӑн — мухтава тивӗҫ. Анчах хайхисем маларах тӑрӑшнӑ фирма хуҫисем хӑйсен унчченхи ӗҫченӗсемпе хӑпартланас вырӑнне вӗсене кӳренмеллипех кӳреннӗ. Ара пулмасӑр — лешсем фирмӑн коммерци вӑрттӑнлӑхӗпе — техника характеристикипе, материалпа оборудовани пирки пӗлтернисемпе, параметрсемпе тата меслетсемпе — усӑ курса композитлӑ арматура кӑларма тытӑннӑ. Ӗҫе вӗсем __Сӗнтӗрвӑрринче__ пуҫарнӑ.
Коммерци вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курнӑ тесе пӗрремӗш инстанцири суд вӗсене, 34-ри Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине тата 40-ри Сӗнтӗрвӑрри арҫыннине, РФ Пуҫиле кодексӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӗсене кашнине 150-шар пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.
Сӑмах май каласан, усламҫӑсем хӑйсен арматурине 40 туянакана 9 миллион тенкӗлӗх сутма ӗлкӗрнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |