__Вӑрмар районӗнчи__ __Арапуҫ__ ялӗ __Патӑрьел районӗнчи__ __Аслӑ Арапуҫпа__ тӗл пулнӑ. Утӑн 8-мӗшӗнче вӑрмарсем — культура ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ — Аслӑ Арапуҫа ҫитнӗ.
Аслӑ Арапуҫсем хӑнасене ӑшшӑн та тарават кӗтсе илнӗ. Шкулта, ача пахчинче, пульницӑра, ытти организацире экскурси ирттернӗ. Кӑнтӑрла спорт мероприятийӗсем йӗркеленӗ. Каҫхине Аслӑ Арапуҫ ҫыннисем концертпа киленнӗ. Сцена ҫинче вӑрмарсемпе патӑрьелсем юрӑ шӑрантарнӑ.
Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов концерта уҫнӑ май пурне те Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламланӑ. Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Агеев та сӑмах илнӗ, Аслӑ Арапуҫ халӑхне асӑнмалӑх парне кӳнӗ. Концертра «Девчата» (чӑв. ~~Хӗрсем~~) вокал ансамблӗ пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Уява Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров, ытти сумлӑ хӑна та хутшӑннӑ. Концерт вӗҫленсен икӗ ял тӑрӑхӗ малашне те килӗштерсе ӗҫлеме, пӗр-пӗринпе хутшӑнма калаҫса татӑлнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=73&type=news&id=2815884|**Сӑнсем**__ (20)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |