__Куславкка районӗнче__ культура еткерлӗхӗн 32 объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 1 — федераци, 31-шӗ регион пӗлтерӗшлӗ. 6 ӗскер (объект) __Куславкка__ хулинче вырнаҫнӑ.
ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Куславкка районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Министр культура еткерлӗхӗн хӑш-пӗр ӗскерӗпе тата культурӑпа канӑвӑн тӗп центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Вадим Ефимов Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Солдатихина ертсе пынипе Николай Лобачевский математикӑн ҫуртне (вӑл унта 1848–1856 ҫулсенче ҫулла пурӑннӑ), Жомени барон, Волчков купса ҫурчӗсене ҫитсе курнӑ. Куславкка хула администрацийӗ тӑрӑшнипе хулари культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене хурал зони вырнаҫтарнӑ. Культура объекчӗсене упрассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. 2011–2012 ҫулсенче Жомени баронӑн ҫуртне юсамашкӑн 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вырӑнти хысна пулӑшнипе ҫурта газ кӗртесшӗн. Министр Куславкка хула администрацине ҫак ҫуртӑн «хуҫине» шырама сӗннӗ, унсӑрӑн ӑна туллин сыхласа хӑварма май ҫук.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |