__Шупашкар__ ҫыннисем хулари пӗр картишре ӳсекен йывӑҫ-тӗмшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, кунта нумаях пулмасть урапа лартмалли вырӑн тума тытӑннӑ-ҫке-ха. Ку вара, халӑх шухӑшӗпе, йывӑҫ-тӗме сиенлетме пултарать. Уйрӑмах ҫынсене 150 ҫулхи юманӑн шӑпи кулянтарать.
Урапа лартмалли ятарлӑ вырӑн тунӑшӑн пӗрисем савӑнаҫҫӗ-ха. Теприсем вара самаях хуйха ӳкнӗ. Картишри юмана халӑх телей палли вырӑнне хурать. Ун айӗнче темиҫе ӑру ӳснӗ. Кунта пурӑнакансенчен пӗри ятарлӑ тӗпчев ирттерсе юман миҫе ҫултине палӑртнӑ: 150 ҫултан кая мар. Халӗ вӑл хӑрушлӑхра иккен. Рабочисем йывӑҫпа юнашар ҫӗр чавнӑ. Ун чухне вӗсем юман тымарне сиенлетме пултарнӑ-мӗн. Халах шухӑшӗпе, юмана урапа лартмалли вырӑн та (парковка) япӑх витӗм кӳме пултарать-мӗн. Шупашкарта ҫакнашкал ватӑ йывӑҫсем сахал, вӗсене шутлама алӑри пӳрне те ҫитет. 20 ҫул каялла хӑш-пӗри ҫак картишре хӑйсем тӗллӗн хурӑн, сирень тӗмӗ лартнӑ.
Халӗ хашӗ-пӗри хӑйсем лартнӑ йывӑҫ-тӗме кӑкланӑшӑн кӑмӑлсӑр. Теприсем парковка чӳрече айӗнчех пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Урапа хуҫисем вара савӑнаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен урапа нумайланать. Вӗсене ҫул ҫине лартса хӑвараймӑн-ҫке.
— Парковка тӑвиччен лапама тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ. Унта ӳсекен юмана никам та сиен кӳмест, — тенӗ Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев.
Ҫапах халӑх кӑмӑлсӑр. Урапа нумайлансан вырӑн каллех ҫитмӗ, ӑна малалла тӑсӗҫ. Эппин, картишре йывӑҫ-тӗм валли вырӑн юлмӗ. Ҫакнашкал юмана ҫитӗнтерме вара ӗмӗр ытла кирлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |