Хула кунӗ умӗн __Шупашкарти__ Пирогов тата Крылов урамӗсенчи ача пахчине туса пӗтерме палартнӑ. Анчах ӗҫ кая юлса пырать иккен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫурт тӑвӑм лапамӗсене ҫитсе курнӑ, лару-тӑрупа кӑсӑкланнӑ.
Пирогов тата Крылов урамӗнчи виҫӗ хутлӑ ҫурт хатӗр. Шалти ӗҫсене тумалли, хӑтлӑх кӗртесси ҫеҫ юлнӑ. Анчах ача пахчисем ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнмасси комиссишӗн паллӑ. Хальлӗхе кӗркуннене хӑварнӑ.
Ҫурта тӑвакан подрядчиксен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ-мӗн. Юсав ӗҫӗсем тунӑ чухне ҫӗнӗ ӗҫ пурнӑҫламалли паллӑ пулнӑ. Кӑна вара чи малтанах плана кӗртмен. Ҫавна май проекта ылмаштарма тивет. Каллех вӑхӑт кирлӗ.
Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи ача пахчине ҫӗртме уйӑхӗнчех хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ кунта нумай — 2–3 уйӑха та ҫитӗ. Владимир Иванов министр палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑпа правительство енчен нимӗнле кӑлтӑк та ҫук, пӗтӗм ыйтӑва татса панӑ.
Эппин, пӑтӑрмах мӗн сӑлтавпа сиксе тухнӑ-ха? Аукционсенче яланах профессионалсем выляса илмеҫҫӗ-мӗн. Камӑн хакӗ сахалрах — ҫавна параҫҫӗ. Ҫавӑнпах чиновниксен вырӑна тухса пӑтӑрмахсене уҫӑмлатма тивет-мӗн.
Апла-и, капла-и — Шупашкарта ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле 5 ача пахчи хута каймалла. Ҫак тӗллевпе хыснаран 900 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |