Утӑн 5-мӗшӗнче «Юратнӑ хула, санӑн самантусене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑна __Улатӑр__ хули 462 ҫул тултарнине халалланӑ.
Конкурса профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын 3 ӗҫ таран тӑратма пултарать. Кашнинче ят тата автор пирки пулмалла. Ӗҫсене ҫурлан 5-мӗшӗччен Fotokonkurs-alatur2013@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа ярса памалла: Улатӑр хули, Первомайски урамӗ, 87-мӗш ҫурт, 319-мӗш пӳлӗм.
Конкурс ҫак номинацисемпе иртет:
• Культура еткерлӗхӗн объекчӗсем.
• «Ман хула тӑван ҫӗршывӑн пӗр пайӗ» (урамсем, ҫуртсем, парксем, скверсем)
• Объективра — культура (Улатӑрти культура пурнӑҫӗ)
• «Ҫамрӑксем — пирӗн хула пуласлӑхӗ»
• «Сывӑ пурӑн!»
Конкурса ҫурлан 5–10-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен тата призерсен ӗҫӗсене Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |