__Элӗк районӗнчи__ Чӑваш Сурӑм ялӗ хӑйӗн уявне Питравра паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Мӗншӗн шӑпах ҫак кун-ха? 1795 ҫулта Чӑваш Сурӑмӗнче Петр апостола халалласа чиркӳ ҫӗкленӗ. Чӑваш Сурӑмӗнче ял уявне тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: урамсене тасатаҫҫӗ, така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ, унпа пурне те хӑналаҫҫӗ.
Уява Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов, Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов, «Элӗк ачи» ентешлӗхӗн председателӗ Владимир Иванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Александр Куликов ял халӑхӗ ӗҫчен пулнине палӑртнӑ. «Новый путь» хуҫалӑх та республикӑра ав малтисенчен пӗри.
Уявра ылтӑн тата кӗмӗл туйсене паллӑ тӑвакансене саламланӑ. Вячеслав Дмитриевичпа Маргарита Алексеевна Михайловсем пӗрле 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Сурӑм тӑрӑхӗнче кӗмӗл туя 9 ҫемье паллӑ тӑваҫҫӗ иккен.
Чӑваш Сурӑмсене саламлама __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ «Сувар» фольклор ушкӑнӗ те ҫитнӗ. Ентешӗсене юрӑ-ташӑпа Чӑваш Сурӑмӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, __Элӗкри__ ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Каблучок» ташӑ ушкӑнӗ савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те сцена ҫине тухнӑ.
Концерт пынӑ вӑхӑтра спорт ӑмартӑвӗсем иртнӗ. Волейболла, шахматла выляса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнисене парнесемпе чысланӑ.
__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=57&id=61751|**Сӑнсем**__ (16)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |