Утӑн 12-мӗшӗнче __Патӑрьел районӗнчи__ __Пӑлапуҫ Пашьел__ ялӗн халӑхӗ уява пухӑннӑ. Кӑҫалхи мероприяти тата вӑйлӑрах иртнӗ. Уява Удмурт Республикинчи, Украинри, Германири делегацисем килнӗ.
Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Олег Мешков, «Красное Знамя» ЯХПК енртӳҫи, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров, Иоанн иерей пулнӑ.
Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Влалимир Никитин ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, чи хастаррисене Хисеп грамотипе, Тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Унтан ялти кашни урам анатри чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни урам сӗтел хатӗрленӗ. Ун ҫине наци апатне, килте вӗретнӗ сӑра лартнӑ. Кашни сӗтел хӑнасене йыхравланӑ.
Аслӑ ӳсӗмрисем ӗлӗкхи «техникӑна» кӑтартнӑ. Лапамра «Асра юлнӑ самант» сӑнӳкерчӗксен стендне, чӑваш халӑхӗн алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.
Вӑйлисем ирӗклӗ кӗрешӳре, волейболра, армспортра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче тупӑшнӑ.
Ютран килнӗ делегацисем пӑлапуҫ пашьелсен йӑли-йӗркине тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ. Хӑнасем чӑвашсем ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен культурине, йӑлине вӗрентнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Уяв ташӑ каҫӗпе, фейерверкпа вӗҫленнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2815760|**Сӑнсем**__ (108)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |