__Йӗпреҫ районӗнчи__ __Хумри Юнтапа__ ялӗ те уява пухӑннӑ. Вӗсен те ял уявне __Питравра__ паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
Хумри Юнтапа халӑхӗ тата ҫывӑхри ял ҫыннисем юханшыв хӗррине пухӑннӑ. Уява 1 400 ытла ҫын хутшӑннӑ. Яланхи пекех уявра __Хурамал ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тухса калаҫнӑ. «Патман» хуҫалӑх председателӗ Владимир Никифоров та сӑмах илнӗ. Унтан ӗҫре палӑрнисене чысланӑ.
Уявра 25 ҫул пӗрле пурӑнакан Юлия Николаевнӑпа Юрий Геннадьевич Корниловсене, Роза Рашитовнӑпа Валерий Николаевич Никифоровсене саламланӑ. Паньковсен, Васильевсен, Корниловсен ҫемйисенче нумаях пулмасть ача ҫуралнӑ. Вӗсене те чысланӑ.
Спорт лапамӗсем ӗҫленӗ. Арҫынсемпе арҫын ачасем мини-футболла, волейболла, вӗрен туртмалла ӑмӑртнӑ. Концерт пулнӑ. Уява чӑваш эстрада юрӑҫисем те килнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=60&type=news&id=2816683|**Сӑнсем**__ (16)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |