«Шывшӑн тав тума хушман», — тетчӗҫ аслисем пире, шӑпӑрлансене. Халӗ, ав, шывшӑн ним мар саккун умӗнче явап тыттараҫҫӗ.
__Куславкка районӗнче__ унти «Жилремстрой» общество пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе суда пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Вӑл шыва саккуна пӑсса уҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын шывпа тивӗҫтересси ҫинчен 1 850 килӗшӳ туса 8,7 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ имӗш.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе «Жилремстрой» общество асӑннӑ ҫын ертсе пынипе лицензи ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗр айӗнчен шыв уҫланӑ. Шывпа тивӗҫтересси ҫинчен килӗшӳсем туса ҫак тупрана вӑл вырӑнти организацисене, усламҫӑсене тата халӑха парса тӑнӑ-мӗн. Ун валли вӑл муниципалитетран тара илнӗ шыв скважинисемпе, турулсемпе (башньӑсемпе), ҫӑлкуҫсемпе, шыв колонкисемпе, шыв тата канализаци тетелӗсемпе усӑ курнӑ. Ытти оборудованипе те усӑ курнӑ вӑл.
Куславккари предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑскере услам тума ирӗк ҫук ҫинче ӗҫлесе пысӑк тупӑш курнишӗн айӑплаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |