__Елчӗк районӗнчи__ пӗр предприятире тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Мигрантсем пурӑнакан общежити пӳлӗмӗсенче шкапсем те пулман. Унта тахҫантанпах тирпейлемен-мӗн. Тӗпелте те хӑрушӑ. Тумтир типӗтмелли вырӑн та ҫук иккен. Кун пирки ПТРК корреспонденчӗ пӗлтерет.
Кирпӗч савутӗнче прокуратура, Роспотребнадзор, Миграци службин ӗҫченӗсем пулнӑ. Завод директорӗ каланӑ тӑрӑх, унччен кунта вырӑнти халӑх та тӑрӑшнӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кадр ыйтӑвӗ ҫивӗчленнӗ-мӗн. Ҫулсерен кунта 50 рабочи таранах кирлӗ-мӗн. Вӗсене вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.
Завод директорӗ Лидия Ласточкина каланӑ тӑрӑх, кунта рабочисем хӗлле пурӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫулла ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тумтир ҫумалли, душ кӗмелли уйрӑм пӳлӗм пуррине ӗнентернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшма шантарнӑ.
Ертӳлӗхӗн ҫитменлӗхсене 1 уйӑхра пӗтермелле пулнӑ. Анчах тепӗр хут ирттернӗ тӗрӗслев улшӑну курман. Ҫавӑнпа тепӗр тӗлпулу судра пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |