Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче __Шупашкар районӗнчи__ __Янӑшра__ ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑччӗ. Ӗҫне строительсем ҫине тӑрса пурнӑҫлаҫҫӗ. 165 ача вӗренмелӗх тата шкул ҫулне ҫитмен 40 ача вырнаҫмалӑх заведение купаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Чӳречесем лартнӑ, электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра шалти ытти ӗҫ пырать.
Паян Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ӗҫ-пуҫпа вырӑна тухса паллашнӑ-мӗн. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пынине, объекта вӑхӑтра (анчах вӑхӑчӗ хӑҫанне асӑнман та) хута ярасса шаннине палӑртнӑ.
Ку шкулта хӑй вӑхӑтӗнче Игнатьев Михаил Васильевич пӗлӳ пухнӑ. Унччен вӑл 1 хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, хальхи икӗ хутлӑ пулмалла. Тӗрлӗ сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ку шкула (вӑл тӗп пӗлӳ параканни шутланать) хута янӑ хыҫҫӑн Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкула хупма пултараҫҫӗ имӗш. Янӑш шкулӗнче хальхи вӑхӑтра 60 ытла ача вӗренет.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2817390|**Сӑнсем**__ (8)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |