__Муркаш районӗнчи__ пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ хастар — чылай мероприятирен айккинче юлмаҫҫӗ. Темӗнле пулсан та — чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Ку енӗпе культура ӗҫченӗсем самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ав Орининти информаципе культура центрӗнче кӑҫал чылай мероприяти иртнӗ. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай пулин те пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарма вӑхӑт тупаҫҫӗ. __Атапайри__ «Сурпан», __Мулкачкассинчи__ «Пучах», __Орининти__ «Шуракӑш» тата «Орин ен» пултарулӑх ушкӑнӗсем Муркаш районӗпе республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашне те ҫитсе килнӗ.
Мулкачкассинчи «Пучах» ушкӑн Мари Республикинчи Звенигово районӗнче иртнӗ Акатуя хутшӑннӑ ав. «Сурпан» Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестивале (Ҫӗрпӳ районӗ) ҫитнӗ. Москакассинчи «Пилеш» ташӑ ушкӑнӗ вара Алтая таранах кайса килнӗ.
Утӑн 13-мӗшӗнче «Пучах» каллех уява ҫитнӗ. Хальхинче — __Шупашкар районӗнчи__ __Атӑльял__ уявне. Уяв вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Ял мӗнле пуҫланса кайнине кӑтартнӑ. 12 йӑхран пуҫланнӑ вӑл-мӗн. Кашни йӑх ячӗпе юпа лартнӑ. Ҫамрӑк арӑмсем ҫӑлран шыв ӑсса апат пӗҫернӗ. Уявра выльӑх валли утӑ ҫулса типӗтнине те кӑтартса панӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрени, муркашсен шухӑшӗпе, туслӑха ҫирӗплетме пулӑшать.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&type=news&id=2816908|**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |