Нумаях пулмасть __Патӑрьел районӗн кунӗ__ пулнӑ. Ҫак кун халӑхшӑн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
__Ыхракассинче__ выльӑх-чӗрлӗх пусмалли цех уҫӑлнӑ. Ку — халӑхшӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ. Решит Санзяпов каланӑ тӑрӑх, унта 11 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Эппин, 11 ҫемье укҫа ӗҫлесе илме пултарӗ.
__Ҫӗнӗ Ахпӳртре__ те уяв иртнӗ. Унта ҫуллахи уйлӑх (лагерь) уҫӑлнӑ. Анчах вӑл — ӗнесем валли. Лагере 400 пуҫ вырнаҫма пултарать. Ӑна хута ямашкӑн 4 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ятарлӑ вырӑнта ӗне ҫинӗ чухне доярка ӑна сӑвать. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, лагерьте 18 ҫын вахта мелӗпе ӗҫлӗ.
Ҫӗнӗ Ахпӳртре ҫав кун ҫӗрулми упрамалли объекта та уҫнӑ. Ӑна усламҫӑ хӑйӗн укҫипе хута янӑ. Унта 800 тонна ҫӗрулми хума пулать. Анчах унта вентиляци тытӑмне тата электроэнергие туман-ха хальлӗхе. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ӗҫлеме пултарӗ, республика экономикине тупӑш кӳрӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |