__Шупашкарти__ Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатрӗҫ. Халӗ сарлака яка ҫулпа «тимӗр урхамахсем» вӗҫсе кӑна ҫӳреҫҫӗ. Пичет ҫурчӗ умӗнчи светофора илсен халӑх ҫул урлӑ каҫма та шикленетчӗ-тӗр. Ара, ҫил пек пыракан урапасем чарӑнма та шухӑшламаҫҫӗ. Унта ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ-ха, анчах водительсем ӑна курмаҫҫӗ-ши е курмӑш тӑваҫҫӗ? «Зебра» ҫук…
Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Хӗрарӑма урапа ҫапса хӑварнӑ — вилмеллех. Тӳре-шара кун хыҫҫӑн ҫеҫ хускалчӗ пулмалла — ҫул ҫине «зебра» ӳкерчӗҫ.
Тӗрӗссипе, Пичет ҫурчӗ умӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна проектпа килӗшӳллӗн ҫурла уйӑхӗнче хупмалла-мӗн. Кун пирки «Чӑвашавтодор» АУОн тӗп инженерӗ Николай Арденков пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ҫынсен чукун ҫул ҫывӑхӗнчен каҫса ҫӳремелле пулӗ. Унта ҫити тротуар тӑвӗҫ.
Иван Яковлев проспектӗнчи ӗҫе 85% пурнӑҫланӑ. Суту-илӳ центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна ҫеҫ туса пӗтереймен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |