«Чӑваш Ен литератури» фестивальте ҫӗнтернӗ кӗнекесем кӗҫех «калаҫма» тытӑнӗҫ. Чӑваш наци вулавӑшӗнче аудиокӗнекесем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ятарлӑ пӳлӗмре пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта микрофон, компьютер вырнаҫтарнӑ. Юлашки ҫак эрнере унта 6 хайлава аудиокӗнеке валли вуланӑ.
Ку вулавӑш ӗҫченӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх. Халӗччен унта кунашкалли пулман. Йӗркелӳҫӗсем хальхи авторсен хайлавӗсемпе вулакана паллаштарасшӑн. Ҫавӑнпа чылай кӗнекене чӑвашла та, вырӑсла та «калаҫтараҫҫӗ». Пӗрисене профессионал дикторсем вулаҫҫӗ, теприсене — авторсем хӑйсем. Ав __Марина Карягина__ ҫыравҫӑ хӑйне ҫухатнӑ така пирки каласа кӑтартать.
Аудиокӗнекене пур ҫӗрте те вулама май пур. Ҫавӑнпа вӑл паха та. Апла пулин те вулавӑш ӗҫченӗсем библиотекӑна килекенсен йышӗ сахалланасран пачах хӑрамаҫҫӗ.
Ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Компакт-диска кирлӗ чухлӗ тиражпа ҫеҫ кӑларӗҫ, вӗсене республикӑри вулавӑшсене салатӗҫ. Хальхи авторсен хайлавӗсене Чӑваш наци вулавӑшӗн сайтӗнче те итлеме май пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |