__Муркашпа__ __Кӳкеҫре__ ача пахчисем тӑвассине Чӑваш Енӗн парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫапла тума вӗсенчи лару-тӑру хистенӗ.
«Теле- тата фотокамерӑсемпе ӳкерсех Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклеме пуҫланӑ», — тесе пӗлтерет «Советская Чувашия» хаҫат. Ку вӑл 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Объекта 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӑна паян та хута яман. Уншӑн строительство организацине ӳпкелеҫҫӗ. Паяна ӗҫӗн 85 процентне кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Юрий Попов спикер Шупашкар раойн администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова часрах аукцион ирттерсе ҫӗнӗ строителе палӑртма, ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтерме хушнӑ.
__Муркашра__ 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче лицея юсаса ҫӗнетсе 60 вырӑнлӑх ача пахчи тума пуҫланӑ. Ӗҫне ҫав ҫулах вӗҫлеме пулнӑ. Анчах ӑна халӗ те хута яман. Подрядчик кӑҫал стройкӑна пырса та курӑнмасть-мӗн. Халӗ муниципалитет килӗшӗвне суд урлӑ татассипе ӗҫ пырать иккен, мӗншӗн тесен генподрядчик юсава вӗҫлеме килӗшмен имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |