__Етӗрнере__ пурӑнакан Анна Иванова пахчинче куҫ алчӑраса каять. Унта кӗлчечекӗн 40 ытла сорчӗ тата 90 тӗслӗ лили ӳсет.
Анна Иванова пахчинче чи черчен чечексем те вӑй илсе ешереҫҫӗ. Ав ту ҫинче ӳсекен тамариск ытларах пушхирте тӗл пулать. Анна Иванова вара ӑна хӑйӗн килӗнче ҫитӗнтерме пултарнӑ. Ӑна валли ятарласа 10 витре хӑйӑр илсе килнӗ, тӑпрана тӑвар сапнӑ.
Анна Иванова Казахстанра ҫуралнӑ. Стройкӑра ӗҫленӗ. Чечексем ӑна ача чухнех килӗшнӗ. Унӑн чи юратнӑ ҫеҫкисем — салтак тӳми тата ирис. Анна Иванова Етӗрнене 20 ҫул ытла каялла куҫса килнӗ. Унтанпа чечексемпе кӑсӑкланать. Кашни ҫулах хӑй пӗлмен чечек вӑрри туянать. Халӗ унӑн пахчинче 600 ытла чечек ешерет. Пӗррехинче пахчара тӗлӗнмелле илемлӗ тюльпан ҫурӑлнӑ.
— Савӑнӑҫа никампа пайлама ҫук. Ун чухне упӑшка ҫывӑратчӗ. Ӑна чӗнтӗм. Чечекпе иксӗмӗр килентӗмӗр, — тенӗ Анна Иванова ПТРК корреспондентне.
Анна Иванова чечексене ача пекех пӑхать. Пахчара ятарласа пӗве тунӑ. Чечексене пӗчченех пӑхать — ҫак ӗҫе никама та шанмасть вӑл.
Анна Иванован хӗлле те чечексем ҫурӑлаҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӗлле вӗсене тӗрлет. Чечексем хуҫине ҫамрӑклӑхне упрама пулӑшаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |