«Чӑваш пичечӗ» «Ирӗклӗх» общество пуҫарнӑ __чӑваш чӗлхи__ акцине хутшӑннӑ.
Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» хастарӗсем __Шупашкарта__ клиентсемпе ӗҫлекен организацисене «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырнӑ хутсем ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. Ку обществӑра чӑвашла калаҫассине сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем.
Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» «Чӑваш пичетне» акцине хутшӑнма чӗнсе ҫыру янӑ. Предприятин тӗп деректорӗ Станислав Александров-Убасси сӗнӗве йышӑннӑ. Анчах «Чӑваш пичечӗ» текста кӑштах улӑштарнӑ: «Кунта чӑвашла та ыйтма пултаратӑр».
«Ирӗклӗх» хатӗрленӗ ҫыпӑҫтаркӑчсем Шупашкарти тата республикӑри киосксенче иртнӗ эрнере курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене сутуҫӑсем чӑвашла пӗлекен киосксенче ҫеҫ ҫыпӑҫтарнӑ.
«Ирӗклӗх» пуҫарнӑ акципе килӗшӳллӗн хальлӗхе 300 ытла ҫыпӑҫтаркӑч вырӑн тупнӑ. Ҫитес вӑхӑтра организаци республикӑри ытти предприятие ҫыру яма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — __Етӗрнери__ тата __Вӑрнарти__ аш-какай комбиначӗсем, «Ҫӑкӑр», «Букет Чувашии», «Акконд», «Смак» АУОсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |