__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Шуршӑлта__ старостӑсен районти слечӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ.
Слетра тухса калаҫакансем старостӑсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсем халӑхра хисеплӗ ҫынсем тесе палӑртнӑ. Ҫавсем ял ҫыннисемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем патне «кӗпер» хывакансем, хӑйсен тивӗҫне чунтан пурнӑҫлакансем ӗҫе кӑмӑлтан пурнӑҫлаҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен, сӑмахран, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев.
Кукашни ял тӑрӑхне кӗрекен __Макаҫкасси__ старости Е.М. Федоров, __Шӗнерпуҫ__ ял тӑрӑхӗнчи __Ҫичӗпӳрт__ старости В.Н. Кузьмин тата ыттисем хӑйсен ӗҫне епле йӗркеленипе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ С.А. Николаев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен старостӑсен институчӗн ӗҫ-хӗлне активлатмаллине палӑртнӑ. С.А. Николаев старостӑсен слечӗсем ытти районта та иртнине асӑнса хӑварнӑ май республикӑра та ун йышши мероприятие йӗркелес шухӑшлине пӗлтернӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2819632|**Сӑнсем**__ (40)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |