Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пулнӑ. «АвтоВАС» акционерсен обществин автостанцийӗнче пассажирсемпе калаҫнӑ, общество транспорчӗ хулара епле ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Ҫынсем ҫул пахалӑхӗ начаррине, автобуссем ҫула вӑхӑтра тухманнине асӑннӑ. Элтепертен ҫӗнӗ шупашкарсем ятарлӑ ирӗк илмесӗр пассажирсене турттаракансен ҫулне пӳлме те ыйтнӑ имӗш.
Михаил Игнатьев спутник-хулари суту-илӳ точкисене те кӗрсе тухнӑ. Лавккасенчен пӗринче Элтепер вырӑнти продукци пуррипе кӑсӑкланнӑ. «Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш производителӗсен алкоголь продукцийӗ кӳрсе килекеннинчен йӳнӗреххине кӑмӑлтан палӑртнӑ», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Чӑваш Ен таварӗ валли уйӑрнӑ ҫӳлӗк ҫинче урӑх регионти тавара вырнаҫтарнине те республика ертӳҫи асӑрханӑ.
__Ҫӗнӗ Шупашкарти__ пасарта пулнӑ май Элтепер сутуҫӑсемпе туянакансем валли епле услови туса панипе кӑсӑкланнӑ.
Унтан Михаил Игнатьев вырӑнти культурӑпа кану паркне кӗрсе тухнӑ. Унта уҫӑлма тухнӑ ҫамрӑк амӑшӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкара килсен унти медицина центрӗнче тӳлевсӗр йышӑнманни пирки евитленӗ. «Планпа тӑвакан прививкӑсене ирттерейместӗн, кунта вӗсене тӳлевлӗ тутарттарма тивет», — тенӗ-мӗн хӗрарӑмсем. Михаил Игнатьев медицина страхованийӗн полисӗ пур ҫын ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнче те медицина пулӑшӑвне тӳлевсӗр илме ирӗк пуррине ҫынсене ӑнлантарса панӑ.
Хулана ҫитнӗ-ҫитнех Элтепер хоккейла шайбӑпа выляссипе Олимп резервӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен 4-мӗш спорт шкулне кӗрсе тухнӑ. Унта пӑр стадионӗ тӑвас ӗҫсем епле шайрипе паллашнӑ.
Хула администрацийӗнче хулара пулнине пӗтӗмлетме республикӑн тӗрлӗ министрӗ таранах пухӑннӑ. Тӗлпулура Элтепер Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫулсене тума укҫа уйӑрмаҫҫӗ тенипе килӗшменнине пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 275 миллион тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн, анчах картишсене те юсаман, спорт лаптӑкӗсене те вырнаҫтарман иккен.
Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрессине илсен, Элтепер васкавлӑ пулӑшу кӳнин пахалӑхӗ пирки ҫынсем ҫӑхавлани пирки те чарӑнса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне аптекӑсенче «фанфурик» сутни те ӑна пӑшӑрхантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ертӳҫисене хурланӑ май Михаил Васильевич пӑхса тӑман йывӑҫсем, курӑкпа чечек ӳсекен вырӑнсем, ҫӳп-ҫап пуҫтарманни хула ҫыннисене хавас кӑмӑл кӳменнине палӑртнӑ. Муниципалитет ҫӗрӗпе усӑ курнишӗн организацисем вӑхӑтра татӑлса пыманни те пӑшӑрхантарнӑ Элтепере. Парӑм 35 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ икен. Коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене те хускатнӑ.
«Ҫак мӗнпур ыйтӑва хулари влаҫ туса хунӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Депутатсен те хӑйсен суйлавҫисене хӳтӗлемеллине палӑртнӑ вӑл. «Ӗҫлес килсен ҫынсемшӗн тӑрӑшӑр», — тенӗ Элтепер.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2819771|**Сӑнсем**__ (46)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |