__Шупашкарта__ ҫитес ҫул пысӑк технологиллӗ хӑтлӑ троллейбуссем ҫӳреме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗнчипе паллӑ транспорт компанийӗн ертӳҫипе Владимир Корольпе (унӑн производстви — Беларуҫ Республикинче) тӗл пулнӑ. Унта ҫӗнӗ йышши троллейбуса туянасси пирки калаҫнӑ.
Беларуҫре кӑларнӑ троллейбус энергие 30 процент перекетлеме май парать-мӗн. Унӑн двигателӗ те ытлах шавламасть, салонра кондиционер вырнаҫтарнӑ.
Владимир Король Шупашкар унӑн кӑмӑлне кайнине пӗлтернӗ. Вӑл хула питӗ илемлӗ пулнине палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |