__Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Юманай__ ялӗ нумаях пулмасть уява пухӑннӑ. Ял ячӗ ӑҫтан пулса кайнӑ-ха? Вӑл юмансем ӳсекен вырӑнта пуҫланнӑ. Ҫынсем вӗсене касса ҫуртсем купаланӑ. Ялта малтанах урамсем пулман, мӗншӗн тесен вун-вун ҫул ӳснӗ юмансен тункатисем кансӗрленӗ. Пысӑкскерсене тӑпӑлтарма май пулман. Вӗсем тахҫанчченех сыхланса юлнӑ.
Унтанпа нумай ҫул иртнӗ. Халӗ __Юманайра__ 247 пӳрт шутланать. Ял уявӗнче стадиона ирех халӑх пухӑнма тытӑннӑ. Чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Яковлев тухса калаҫнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов та ҫитнӗ. Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков юманайсене саламланӑ. Унӑн аллинчен Владимирпа Зоя Петровсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале илнӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Никитина Вениаминпа Мария Максимовсене, Николайпа Валентина Яковлевсене 55 ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа саламланӑ. Юбилярсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
Галина Малышкина хӑй ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркеленӗ. Уявра шӳрпепе, чӑваш сӑрипе, хуплупа хӑналанӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Унтан тӳпере салют ялкӑшнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=77&type=news&id=2816085|**Сӑнсем**__ (50)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |