Утӑн 19-мӗшӗнче __Вӑрнар районӗнчи__ __Ҫӗрпел__ ял увне паллӑ тунӑ. Вырӑнти тӳре-шара тухса калаҫнӑ, ентешӗсене пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Уява РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Н.П.Карачарсков тата унӑн мӑшӑрӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ кӳлепеҫи А.К.Брындин, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова хутшӑннӑ.
Уяв юрӑ-ташӑпа, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнинчен пуҫланнӑ. Ҫак кун __Ҫӗрпелте__ унта пурӑнакансем кӑна мар, аякран килнӗ ҫынсем те пухӑннӑ.
Ӗҫре палӑрнисене, чи хастаррисене чысланӑ. Ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынсем пирки те манман. Юбилярсене, пӗрле нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ.
Концерта __Хирпуҫ ял тӑрӑхӗнчи__ пултарулӑх ушкӑнӗ, __Ярмушка__ ял тӑрӑхӗнчи «Чашма» халӑх фольклор ушкӑнӗ, __Элӗк районӗнчи__ __Тавӑт__ ял тӑрӑхӗнчи «Хавас» ушкӑн, __Канаш районӗнчи__ __Ачча__ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Паллах, уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Ял халӑхне чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарнӑ. Уяв фейерверкпа тата ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |