__Канаш районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Мами__ ялӗнче пурӑнакан Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх. 60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑртан вӗренмелли пурах ҫав.
Вӗсем __Канашра__ паллашнӑ. Николай Иванович ун чухне Канашри вӑрман промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗнче тиевҫӗре ӗҫленӗ. Юлия Тимофеевна унта __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкерен__ ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла Ивановсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ.
Ивановсем 8 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Мӑшӑр питӗ ӗҫчен, ҫынпа ӑш пиллӗ. Ивановсем тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑван «Канаш» колхозра тӑрӑшнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем, иккӗшне те Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн, мӑшӑр хисеплӗ юбилярсен кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Хисеплӗ мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламланӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=63&type=main&id=2820507|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |