Ыран __Шупашкар__ хула администрацийӗ умӗнче ҫурт-йӗрпе строительство кооперативӗн пайташӗсен пикечӗ иртмелле. Вӗсем «Байконур» текен микрорайонти пурӑнмалли ҫурта кӗрейменнишӗн пухӑнӗҫ.
Ҫынсене ҫурта пурӑнма кӗме хула администрацийӗ ӑна тӑвакан организаципе судлашни кансӗрлет иккен. Пикета 50 ҫын ытла тухмалла. Вӑл 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 19 сехетчен пымалла.
«Байконур» микрорайона тума 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ирӗк илнӗ иккен. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӑвакан компани Арбитраж судӗнче ҫурта хута яма ирӗк пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Хула администрацийӗ вара унта ҫурт тума ирӗк пулман тесе туса лартнӑ ҫурта пӑстарасшӑн-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |