Пӗлтӗрхи кӗркунне __Йӑршшу__ юханшывӗ хӗрринче пурӑнакан халӑх питӗ кӑмӑлсӑрччӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ агрофирма унта кайӑк-кӗшӗк каяшне юхтарнине палӑртатчӗҫ вӗсем. Ҫитменнине ҫав кӗркунне Йӑршшу юханшывӗнче пулӑ виллисене асӑрханӑ. Юханшыва вараланӑшӑн тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Халӗ вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Айӑпне «Юрма» агрохолдингӑн тӗп инженерӗ ҫине йӑвантарнӑ. Суд юханшыва 286 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнине палӑртнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр кӗркунне Йӑршшу юханшывӗнче — 30 ҫухрӑм тӑршшӗнче — 1,3 пин пулӑ вилнине палӑртнӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ шывра аммиак 18 хут нумайрах пулнине палӑртнӑ.
Релизра палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти инженерӗ ҫумӑр хыҫҫӑн ятарлӑ вырӑнта упранакан каяш тавралӑха сиен кӳме пултарнине асӑрханӑ-ха, анчах нимӗн те туман. Ҫав вырӑнти ҫӗр йӑтӑннӑ та сиен кӳрекен каяш шыва, вӑрман ҫӗрӗ ҫине сарӑлнӑ. Ҫавна май ял хуҫалӑх тӗлӗшӗпе усӑ курмалли 2166,2 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ (такакӗ — 2,5 миллион тенкӗлӗх). Ҫавӑн пекех икӗ вӑрманти лаптӑк — пӗтӗмпе 3350 тӑваткал метр — тасамарланнӑ (2,8 миллион тенкӗлӗх). Кунсӑр пуҫне Йӑршшу юханшывӗ шар курнӑ. Вӑл 286 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Агроходинг тӗп инженерне РФ УКн 247-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ӗҫе прокуратурӑна ярса панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |