Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет. Республикӑран инҫе ҫула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова, Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи тата эстрада юрӑҫи Андрей Кузнецов, Людмила Кинер юрӑҫ тата тинтерех ҫеҫ Чӑваш наци конгресӗнче йӗркеленнӗ информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева тухнӑ.

ЧНК ӗҫтешӗсем Хӗрлӗҫыртан (Красноярскран) инҫех мар вырнаҫнӑ Шуваево чӑваш ялӗнчи Акатуя хутшӑннӑ — республикӑран салам ҫитернӗ, концерта хутшӑннӑ. Хӗрлӗҫыр хулипе пуллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсем Иркутск хулине ҫул тытнӑ.

Байкал (чӑв. ~~Пуян кӳлӗ~~) кӳлли тӑрӑхӗнче вӗсем вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Уйрӑмах Энтри атте пачӑшкӑ вӗсене пулашса тарать иккен. Шел те, хӑйӗнпе тӗл пулма май пулман. Вырӑнтисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Иркутскра вырсарни шкулӗ ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ мӗн. Ҫавӑн пекех Шупашкар элчисем облаҫӗн тӗп хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Новолетник ялне те ҫитсе курнӑ.

Новолетник ялӗ 106 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Тайга варринчех вырнаҫнӑ яла __Патӑрьел районӗнчи__ __Кивӗ Ахпӳрт__ ҫынни пуҫласа янӑ пулать. Вӗсем киличчен кунта бурятсен сурӑхсене ҫитермелли ҫуллахи кану вырӑнӗ пулнӑ иккен. Чӑвашсене ҫурт лартма та бурятсем пулӑшнӑ. Кунта тӗпленнӗ чӑвашсем вара майӗпен тӑванӗсене чӗнсе илнӗ пулать. Саян тӑвӗсенчен юхса анакан Ока юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ чӑн чӑваш ялӗнче халӗ икҫӗре яхӑн ҫын пурӑнать. Ялта медпункт, почта, шкул пур. Ватӑраххисем чӑвашла таса калаҫаҫҫӗ пулсан, ачасем тӑван чӗлхене пӗлмеҫҫӗ, анчах хӑйсем чӑваш пулнипе, чӑвашла юрлама пултарнипе мӑнаҫланаҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑру валли кунта «Йӑмра», «Телей», «Савӑнӑҫ» ятлӑ юрӑ-ташӑ ансамблӗсене йӗркеленӗ.

Унсӑр пуҫне Чӑвашран килнӗ элчӗсем Зима районӗнчи Виҫҫӗмӗш Успени ялне те ҫитсе курнӑ. Ӑна 105 ҫул каялла никӗсленӗ пулать, халь унта 121 ҫын пурӑнать. Ялта культура центрӗ, шкул, почта тата аптека пур.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ