__Ишек__ чиркӗвӗ пирки __/lib/haylav/84.html|«Арҫури»__ хайлав тӑрӑх та пиртен кашниех пӗлет. 1740-мӗш ҫулхи ҫав чиркӗве таврари ялсенчен кӑна мар, аякри ҫӗрсенчен те ҫынсем пухӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак чиркӗве юсама тахҫанах тӗмсӗлекенсем пулсан та унта ниепле те ал ҫитеймен. Ҫапах та пӗчӗкӗн-пӗчӗкӗн юсама тӑрӑшнӑ-ха. Халӗ, ав, унӑн иккӗмӗш хутне хӑпартма тытӑннӑ.
Ҫӗнӗ чиркӳ унчченхинчен 6 хут пӗчӗкрех пулать-мӗн. Ҫӳллӗшӗ вара 26 метрпа танлашмалла. Чиркӗве хӑпартма ҫынсем укҫа пухаҫҫӗ. Асӑннӑ районти __Лапсар ял тӑрӑхӗнче__ пурӑнакансем 35 пин тенкӗ пуҫтарнӑ, ҫӗньял-покровскисем — 17 пин. Район администрацийӗнче тата Пенси фончӗн районти пайӗнче ӗҫлекенсем те ыркӑмӑлланаҫҫӗ иккен. Предприяти-организацисем те укҫана ӑҫтана куҫармаллипе кӑсӑкланаҫҫӗ-мӗн. Укҫаллӑ пуянсене илсен Сергей Иванов усламҫӑ чиркӳ тума миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |