Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. ~~Джильо~~, ит. ~~Isola del Giglio~~) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ.
Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. ~~Генуя~~) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ.
Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха.
__http://top.rbc.ru/photoreport/23/07/2014/938415/1.shtml|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |