Шупашкар хула администрацийӗ пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарас тӗллевпе чылай конкурс йӗркелет. Хальхинче мусӑкҫӑсем валли иртӗ. Вӑл «Эпӗ Шупашкара юрӑпа мӑнаҫлантаратӑп» ятлӑ.
Шупашкар пирки хывнӑ юрӑпа профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле жанрпа та усӑ курма юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫурлан 4-мӗшӗччен заявка ҫырмалла. Юрӑ сӑмахӗсем, фонограмма (пур пулсан) кирлӗ пулӗ.
Кун хыҫҫӑн суйлав тапхӑрӗ пуҫланать. Жюри чи лайӑххисене ҫак номинацисемпе уйӑрӗ: чи лайӑх юрӑҫ, чи лайӑх текстлӑ юрӑ, чи лайӑх кӗвӗллӗ юрӑ. Тӗп номинаци — Шупашкар пирки хывнӑ чи лайӑх юрӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Шупашкар хула кунӗнче «Пултарулӑх бульварӗнче» хӑйсен юррисене шӑрантарма пултарӗҫ.
Кирек мӗнле инструментпа усӑ курма, ташӑҫӑсемпе, мусӑкҫӑсемпе, хорсемпе юрлама юрать. Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом парӗҫ. Кашнинех хула пирки хывнӑ юрӑсен пуххине кӗме май пулӗ.
Заявкӑна тӗрлӗ мелпе яма пулать: электрон почтӑпа (pesnya-che-2014@mail.ru), ҫырупа (Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 409-мӗш пӳлӗм). Е ӗҫсене ҫак адреспа илсе килмелле: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, культура управленийӗ, 409-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8(8352) 23-50-95
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |