ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Владимир Владимировича регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулура ача пахчинчи черетсене пӗтересси, регионти ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу парасси пирки калаҫнӑ.
Михаил Васильевич республикӑри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулнине пӗлтернӗ, Чӑваш Енре 2013 ҫултанпа ҫын вилесси ача ҫуралассинчен сахалраххине палӑртнӑ. Кунашкалли юлашки 20 ҫулта пулман. Ача пахчисенче 13600 вырӑн хатӗрленӗ, тепӗр 6700 тумалла-мӗн.
Владимир Путин регионта ҫамрӑк ҫемьесене мӗнле пулӑшу панипе кӑсӑклансан Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн 15 программи ӗҫленине палӑртнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв Президентне Чӑваш Енри экономикӑпа та паллаштарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |