__Канашра__ ҫул ҫаврине хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл Кооператив, Хир тата Симӗс урамсене ҫыхӑнтарӗ. Кунсӑр пуҫне «Канашский» кооператив патне ҫитме ҫул сарӗҫ.
Канаш хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ объектсене тума унта урапасем (машинӑсем) нумай чупнипе йышӑннӑ. Проект хатӗрлекенсене ҫынсемпе машинӑсемшӗн меллӗ, хӑрушлӑхсӑр тата хӑтлӑ ҫул тӑвас тӗллев лартнӑ-мӗн. Апла тӑк хӑвӑртлӑха ӑҫта чакарма тивӗ, ӑҫта хытӑрах кайма та юрӗ. Проект документацине норматива пӑхӑнса хатӗрлени пирки, ӑна патшалӑх тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнине ӗнентереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Канаш хула администрацийӗ проекта тата улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫакна вӑл вырӑнти автовокзалтан __Канаш районӗ|Канаш__ тата __Тӑвай районӗ|Тӑвай__ районӗсене каякан маршрут автобусӗсене ҫӳреме меллӗрех пултӑр тесе тӑвасшӑн иккен. Ҫул ҫӳрессин схемине улшӑну кӗртнине Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ ырласан ыйту татӑлмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |