Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ __Шӑмӑршӑ районӗ|Шӑмӑршӑ__, __Елчӗк районӗ|Елчӗк__, __Улатӑр районӗ|Улатӑр__, __Етӗрне районӗ|Етӗрне__, __Патӑрьел районӗ|Патӑрьел__, __Ҫӗмӗрле районӗ|Ҫӗмӗрле__ районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. __Шупашкар__, __Канаш__, __Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулисемпе __Шупашкар районӗнче__ халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах. Ансат чӗлхепе каласан, ҫак цифра ялта ватӑсем ытларах пурӑнаҫҫӗ тенине пӗлтерет. Ҫулланнисен йышӗ тӗп хуларан инҫетре вырнаҫнӑ Пӑрачкав, Улатӑр, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсенче уйрӑмах йышлӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Шупашкарпа Йӗпреҫ районӗсенче ҫамрӑксем ытларах.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |