Нумай пулмасть Пушкӑртстанри __Авӑркас районне__ кӗрекен __Утаркуль__ ялӗн уявӗ иртнӗ. Ял ячӗ тутарла пулин те («утар» — хутор, «куль» — кӳлӗ) вӑл чӑваш ялӗ шутланать. Халӑх йышӗнчен 81% __чӑвашсем__ пурӑнаҫҫӗ.
Яла 1924 ҫулта никӗсленӗ, Ӗпхӳри хутсем тӑрӑх чи малтан кунта Семён Иванович Васильев куҫса ларнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вара кунта __Ташлӑкӳлти__ чӑвашсем килме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта 23 кил шутланать.
Ял уявне ирттернӗ май вырӑнти халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, сӑра вӗретнӗ. Уяв вӑхӑтӗнче Кепеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ф.Ф. Мулюков лайӑх ҫемьесене палӑртнӑ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ З.А.Габзалилова саламланӑ.
Ялӗ пысӑках мар пулин те Авӑркас культура керменӗнчи «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ халӑха пысӑк концерт программипе савӑнтарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |