Украинӑран Чӑваш Ене килнӗ таркайсем йышланса пыраҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи тикашсем те унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханаҫҫӑ: Донецк тата Луканск облаҫӗсенче ҫак ялта ҫуралса ӳснисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Вӗсем тӑван тӑрӑха таврӑнма хирӗҫ мар, анчах май ҫук-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ҫемйине Раҫҫее ӑсатнӑ-тӑр. Арҫынсем вара ҫапӑҫма юлнӑ.
Нумаях пулмасть __Тикаш__ ялне Валентина Павловна (хушаматне кӑтартма шикленет) тӑван аппӑшӗ патне таврӑннӑ. Вӑл Донецк облаҫӗнчи Горловка хулинче пурӑннӑ.
Валентина Павловна упӑшки (вӑл ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ) тата ачисем ӗмӗрӗпех шахтӑра ӗҫленӗ. Аслӑ мӑнукӗ те шахтӑра тӑрӑшать. Валентина Павловна юлашки вӑхӑтра телевизор пӑхма та пӑрахнӑ, ун шухӑшӗпе унта Кейӳ влаҫӗ халӑха хирӗҫ тӑвакан преступление ҫеҫ курма пулать.
Хӗрарӑм тӑван тӑрӑхӗнче юлашки хут 5 ҫул каялла пулнӑ. Валентина Павловна таркай статусне илесшӗн мар, мӗншӗн тесен Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурнӑҫ йӗркеленессе шанать. Унта — унӑн упӑшкин вилтӑпри.
Валентина Павловна каланӑ тӑрӑх, Горловка хулине ытлах пемеҫҫӗ. Унта химзавод пур. Ӑна аркатсан ҫур Украина наркӑмӑшланма пултарать-мӗн. Вӑл йышра — Киев та, Раҫҫейӗн анӑҫ пайӗ те. Хӗрарӑм вӑрҫӑ хӑвӑртрах пӗтессе кӗтсе пурӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |