Ӗнер __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Опытный__ поселокра Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ валли тырӑ мӗн чухлӗпе туянмаллине палӑртнӑ.
Ҫапла вара хушма хакран илекен налука шутланипе пӗрле пӑхсан, тырӑн пӗр тонни 5,1 пин тенкӗрен пуҫласа 6,8 пине ҫити темелле. Апат-ҫимӗҫлӗх ыраша 5 100 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 3 процент хакланнине пӗлтерет. Тулӑ хакӗ унӑн класӗнчен килет. 4-мӗш класс шутланаканнине 2013 ҫулхинчен 2,4 процент хаклӑрахпа илме йышӑннӑ. Унӑн пӗр тонни 6 450 тенке ларӗ. 3-мӗш класлӑ тулӑн пӗр тоннишӗн Чӑваш Ен республикӑн аграрийӗсене 6 750 тенкӗ (пӗлтӗрхинчен 3 процент хаклӑрах) сӗнет.
Сӑмах май пӗлтӗр инфляци __http://xn----ctbjnaatncev9av3a8f8b.xn--p1ai/|6,45%-па__ танлашнӑ. Кӑҫалхи инфляци те ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,82% ҫитнӗ. 12 уйӑх хушшинчи виҫе — 7,80%. Ҫапла май тырӑ туянмалли кӑҫалхи хаксем ял хуҫалӑхӗсемшӗн пӗлтӗрхинчен самай пӗчӗк пулнине палӑртма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |