Ҫак эрнере __Шупашкарти__ хӑй вӑхӑтӗнчи паллӑ ҫурта — Фучик урамӗнчи урӑлтаркӑча — пӑсма пуҫланӑ. Ӑна 1961 ҫулта тунӑ. Ӳсӗрсене унта 2011 ҫулччен пуҫтарнӑ. Кайран, урӑлтаркӑчсене хупнӑ хыҫҫӑн, ҫурт темиҫе ҫул пушӑ ларнӑ.
Хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе халӗ унчченхи урӑлтаркӑч ҫуртне пӑсма пуҫӑннӑ. Ҫакӑ Хмельницкийпе Фучик урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ. Тӗп хулари ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсене йӗркене кӗртес ыйту тахҫанах ҫивӗчленсе ҫитнӗ-мӗн. Проект урапасем уйрӑмах йышлӑ ҫӳренӗ вӑхӑтри пӑкӑсенчен хӑтӑлма май парасса шанаҫҫӗ иккен.
План тӑрӑх пӗтӗмпе Хмельницкий тата Фучик урамӗсенчи 32 ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗсене тума 2 миллиарда яхӑн тенкӗ тата 27 уйӑх вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Ҫынсене пӑснӑ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарма 800 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |