Утӑн 24-мӗшӗнче __Вӑрнар районӗнчи__ __Кӑмпал__ ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, журналист, ҫыравҫӑ __Антип Николаев-Шевле__ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳ каҫӗ иртнӗ.
Антип Николаевич публицист, ҫыравҫӑ пулнӑ. Вӑл Кӑмпал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Антип Николаевич 17-ре пулнӑ. Темиҫе кун маларах ӑна ытти ачасемпе пӗрле — пӗтӗмпе 800 ытла ҫын — Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Унта вӑл икӗ ҫул шахтӑра ӗҫленӗ. Ҫав вӑхатрах фронта хӑйӗн ирӗкӗпе каяссишӗн талпӑннӑ.
1943 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, Япони миллитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Совет Ҫарӗнче вӑл 1970 ҫулччен пулнӑ.
Пултарулӑхӗ ҫар журналистикине илсе ҫитернӗ. 1949–1970 ҫулсенче вӑл «Боевая вахта» (чӑв. ~~Ҫар вахти~~) хаҫат корреспонденчӗ, Ҫӗпӗр ҫар округӗнчи «Советский воин» (чӑв. ~~Совет салтакӗ~~) хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1988 ҫулсенче ЧАССР Журналистсен союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗнче вӑй хунӑ. Унан статйисем «Красная звезда» хаҫатра, «Советский воин», «Советский моряк», «Гражданская авиация» журналсенче пичетленнӗ.
Антип Николаевича Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне панӑ. Вӑл — Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. Ӑна II степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе чысланӑ.
Кӑмпалти асаилӳ каҫне Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев уҫнӑ. Антип Николаевичӑн тӑванӗ Валерий Кошкин тухса калаҫнӑ. Уншӑн Антип Николаевич тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.
Антип Николаев хӑйӗн пурнӑҫне ҫар ӗҫне халалланӑ. Ҫакна Мускавран килнӗ хӑна Иван Николаев пысӑк хак панӑ.
Тӗлпулура ҫамрӑк ӑру та пулнӑ. Вӗсем паттӑр ентешӗсене пӗлччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ вӑрнарсем.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2822691|**Сӑнсем**__ (41)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |