Ӗремпурта нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округӗн туризм пурлӑхӗсен «Открой Приволжье» (чӑв. ~~«Атӑлҫи тӑрӑхне уҫ»~~) фестиваль-хӑтлавӗ иртнӗ. Унта «Бичурин тата хальхи самана» музей те хутшӑннӑ.
Кӳкеҫсем хаклавҫӑсене икӗ проектпа паллашма сӗннӗ: «Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» тата «Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ». Вӗсемшӗн икӗ диплома тивӗҫнӗ. Пӗри — «Культурӑна ӑнланмалли туризм» номинацире чи лайӑх маршрутшӑн, тепри — «Чи лайӑх музей экскурсийӗ» номинацире Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи чи лайӑх экскурси программишӗн.
«Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» проект авалхи Тухӑҫ культурине тата вӑл чӑвашсемпе епле ҫыхӑннине уҫса парать. Ӑна, паллах, ытларах Н.Я. Бичуринпа ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ.
«Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ» вара чӑвашсен авалхи кун-ҫулне кӑтартать — кунта Апаш культури те, чӑваш эрешӗ те, Тухӑҫри культурӑсем те те пур.
«Бичурин тата хальхи самана» музей __Кӳкеҫре__ вырнаҫнӑ. Иртнӗ эрнере унта юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн паян вӑл каллех хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Тунтикунпа эрнекун хушшинче 9 сехетрен 17 сехетччен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетччен кӑна. Экскурсисемшӗн аслисем 20 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 10 тенкӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |