__Шупашкарӑн__ тӗп вырӑнӗсенчен пӗр лаптӑка — К. Ивановпа Водопровод урамӗ хушшинчи 26 гектар патнелле ҫӗре ҫурлан 14-мӗшӗнче аукциона кӑларӗҫ. 4-мӗш микрорайонти вырӑна аукциона 134 миллион тенкӗпе кӑларнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗн ҫак лаптӑка аталантарма тивӗ.
Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурт-йӗр хӑпартаканӗ аукциона выляса илнӗ хыҫҫӑн ҫуртсен проекчӗсене хулан тӗп аталану концепцине тӗпе хурса хатӗрлеме тивӗ. Ҫав шутра Хосе Асебильо испан архитекторӗн шухӑшӗсене те шута илӗҫ. Проект тӑвакансен уйрӑмах хулан историлле пайӗнче ӗҫленине манмалла мар пулӗ.
Ку проекта пурнӑҫлама юрӑхсӑра тухнӑ 3 ҫурта сӳтме тивӗ: Свердлов ур, 57/1; Водопровод ур., 27; К.Иванов ур., 59. Вӗсене «2013–2015 ҫулсенче ЧР лаптӑкӗнчи юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗрти граждансене куҫарасси» программӑн укҫи-тенкипе сӳтӗҫ. Ҫурт-йӗр хӑпартаканӗн ҫавӑн пекех хӑй пурлӑхӗпе Хӗрлӗ ҫар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫыннисене хваттер тупса пама тата салатма тивӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |