__Шупашкарта__ хӑпартакан пӑр керменне черетлӗ хут Чӑваш Енӗн Премьерӗ __Иван Моторин__ тата Стройминӗн министрӗ __Олег Марков__ тӗрӗслесе кайнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнче туса ҫитерме планлаҫҫӗ пулин те ӗҫӗ кунта пайтах мӗн.
Хальхи вӑхӑтра тимӗр каркаса туса ҫитернӗ, ҫурт сийӗсене вырнаҫтарса тухнӑ, тӑррине витнӗ. Унсӑр пуҫне подрядпа ӗҫлекен организацисем шыв тата пӑх-шӑк пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ, ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтерекен пӑрӑхсене вырнаҫтарассин пӗтӗм ӗҫ калӑпӑшӗнчен 95% тунӑ. Котельнӑйпа трансформатор подстанцине туса ҫитернӗ, урапасем лартмалли лаптӑкра асфальт сараҫҫӗ. Уйрӑмах нумай тумалли ӗҫсем шутне пӑр керменӗ ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтламаллине кӗртмелле — ӑна хальлӗхе 20% кӑна пурнӑҫланӑ.
Юпа уйӑхӗнче пӑр керменӗ ӗҫлеме пуҫламаллине шута илсе тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫе хӑвӑртлатас тесе хушма строительство организацийӗсене явӑҫтарма йышӑннӑ. Рабочисен йышне те пысӑклатмалла. Хальхи вӑхӑтра пӑр керменне тӑвассипе 22 организаци ӗҫлет, рабочисен йышӗ — 382 ҫын.
Пӑр керменӗ «Олимп» стадионӗнче вырнаҫнӑ, вӑл 7 300 вырӑнлӑ пулӗ. Керменре тӗп тата тренировка аренисем, тренажер тата хореографи пӳлӗмӗсем, сывлӑха тӳрлетмелли центр пулӗ. Пӑр керменӗн пӗтӗмешле хакӗ 1,6 млрд. тенкӗпе танлашмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |