Чӑваш Ен спортсменкине Вера Соколовӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ Вера — РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хушӑва ҫак кунсенче РФ спорт министрӗ Виталий Мутко алӑ пуснӑ.
Вера Соколова __Муркаш районӗнчи__ __Анаткас Апаш__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑвӑрт утассипе шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна Аверкий Васильев тренер вӗрентнӗ.
Вера Соколова Тӗнче тата Европа кубокӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Чылай вӑхӑт юниорсем хушшинче тӗнче рекордсменӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Олимп хатӗрленӗвӗн В.Чегин ячӗллӗ центрӗнче туптать.
Халӗ Вера ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионатне хатӗрленет. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |