__Пӑрачкав районӗнчи__ __Мишуково__ ялӗ нумаях пулмасть уявне паллӑ тунӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Кунтах кашниех вырӑс апачӗпе хӑналанма пултарнӑ. Ӑна ялти хӗрарӑмсем хатӗрленӗ.
Уяв Мишуково ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Конов тухса калаҫнинчен пуҫланнӑ. Унтан Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Е.В.Лебедев сӑмах илнӗ. Шел те, Мишуково йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ку «Новь» ЯХПК аркансан пуҫланнӑ. Анчах фермер хуҫалӑхӗсем вӑй илсен лару-тӑру лайӑх енне ылмашӑнма тытӑннӑ.
Уявра ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынна палӑртнӑ. Шкула ача нумаях ҫӳремест — 27-ӗн кӑна. Апла пулин те вӗсем районта иртекен олимпиадӑсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Шкулта хоккей ушкӑнӗ те пур.
Тӳре-шара тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Юрӑ-ташӑпа киленнӗ май халӑх тата хӑнасем пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=72&type=news&id=2821077|**Сӑнсем**__ (54)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |