Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫулсем ҫинче туристсене кӑтартмалли паллӑсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла тумаллине Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов ҫӗршывра туризма аталантарас темӑпа иртнӗ республика шайӗнчи ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ. Ӑна __Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__ йӗркеленӗ.
Туризма аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ май министр ҫумӗ кӑтарту паллисем вырнаҫтарас йӑла ытти ҫӗршывра анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ку ӗҫе пирӗн ҫӗршывра та хальлӗхе анлӑ пуҫӑнман-ха. Пирӗн, чӑвашсен, мӗншӗн кая юлмалла?
Ҫул-йӗр кӑтартмалли паллӑсене QR-кодсемпе тивӗҫтерӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарассине __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен__ пуҫлӗҫ. Ку вӑл ытахальтен мар. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ — чӑваша тӗнче шайне ҫӗкленӗ космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ кӗтес. Асаилтеретпӗр, ку тӑрӑхра летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 85 ҫитнӗ тӗле __/news/6465.html|Николаевӑн агросӑнне__ хатӗрлемелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |