Чӑваш прозаикӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, библиограф. Вӑл — __Ева Николаевна Лисина__. Нумаях пулмасть Ева Николаевна 75 ҫул тултарнӑ.
Ева Лисина __Патӑрьел районӗнчи__ __Именкасси__ ялӗнче 1939 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. __Аслӑ Арапуҫри__ шкула пӗтерсен Мускаври К.А.Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ, унтан Мускаври Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче Ботаника садӗнче, И.Сеченов ячӗллӗ медицина институтӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш литературине те вӗрентнӗ.
Ева Николаевна иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырма тытӑннӑ. Вӑл 1988 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Ева Лисина Александр Островский, Эдуард де Филиппо, Пьетро Гаринеи, Сандро Джованнини, Юджин О Нил пьесисине, Варлам Шарламов калавӗсене, Орхана Вели сӑввисене куҫарнӑ.
«Немецкая волна» радиора унӑн калавӗ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн ӑна Германие час-часах чӗнме тытӑннӑ, нимӗҫсен радиовӗнче унӑн куҫарнӑ калавӗсем янӑранӑ.
Ева Николаевнӑна Библие чӑвашла куҫарма сӗнсен вӑл ытти ӗҫе пӑрахнӑ, Мускавран Шупашкара килнӗ. Куҫарнӑ чухне Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче пулнӑ, ӗҫ кал-кал пынӑ.
Ева Лисинӑна 2001 ҫулта ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ. Вӑл Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ те.
Ева Лисинӑн паллӑрах хайлавӗсем: «Сказки», «Ҫӗньял ачисем», «Хӗле кӗрес умӗн», «Хупах хӑлха Илюк», «Тепӗр ҫул та килетпӗр», «Пӑркка мучи калавӗсем», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Христос ҫуралнӑ Ҫӗр», «Улӑхпи» тата ыттисем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |