Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнать. Ҫакна тепӗр пулӑм та ҫирӗплетет. Утӑн 28-мӗшӗнче __Шупашкарти__ Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче икӗ йӗкӗреше регистрациленӗ.
Пӗр ҫемьере икӗ хӗрача ҫуралнӑ: Екатерина тата Кристина. Тепӗр кил-йышра вара арҫын ачапа хӗрача кун ҫути курнӑ: Иванпа Галина.
Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр йӗкӗреш утӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ, тепри – утӑн 21-мӗшӗнче. Ҫамрӑк икӗ мӑшӑра ҫак ятпа саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство панӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти Мускав районӗнче кӑҫал 23 йӗкӗреше регистрациленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |