Чӑваш Енре малашне ӗҫ ветеранӗн ятне илмелли стажа пӗчӗклетесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем тата арҫынсем валли ӑна 2,5 ҫул пӗчӗклетесшӗн.
Анчах ку пурнӑҫа хӑҫан кӗресси паллӑ мар-ха. Кун валли хушма 250 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫа вара республика хыснинче ҫук. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ __Ҫӗмӗрле__ халӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне хускатнӑ.
Ыйтӑва ватӑ ҫынсем ҫӗкленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тахнӑ пӗр хӗрарӑм 39 ҫул ӗҫленӗ-мӗн, ӗҫ ветеранӗн ятне илмешкӗн 1 ҫул ҫитмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пенсин чи пӗчӗк виҫине илет. Производствӑра чылай сахалрах ҫул ӗҫленӗ кӳрши вара пенси ытларах илет-мӗн. Михаил Игнатьев кунта тӗрӗсмарлӑх пуррине палӑртнӑ. Вӑл 2012 ҫулта ӗҫ ветеранӗн ятне илме тивӗҫ ҫынсен списокне анлӑлатнине, унччен ку та пулманнине аса илтернӗ. Халӗ республикӑра 22 пин ҫын ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ. Вӗсем уйӑхсерен хушма 1 150 тенкӗ илеҫҫӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев ӗҫ стажне 2,5 ҫул пӗчӗклетмеллине, анчах хыснара кун валли хальлӗхе укҫа ҫуккине палӑртнӑ. Укҫа тупсан ҫак ыйту уҫӑмланмалла-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |