Шупашкара Мускавран ҫыравҫӑсем, публицистсем, литература критикӗсем килсе ҫитни пирки __/news/6494.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Курнӑҫӑва __Етӗрне районӗнче__ ҫуралса ӳснӗ журналист тата ют ҫӗршыври журналсенче пичетленекен ҫыравҫӑ Валерий Петровский йӗркеленӗ. Пуҫарӑва Ҫыравҫӑсен интернационаллӑ пӗрлешӗвӗ те ырласа йышӑннӑ.
Мускав хӑнисемпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ тӗл пулнӑ. Тӗп хулари калем ӑстисене вӑл килнишӗн тав тунӑ, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, лайӑх кӑмӑл-туйӑм пухма суннӑ. Хӑнасем лайӑххине асӑрхама ӗлкӗрнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Герман Наумов (литературӑри хушма ячӗ Иван Рассказов) литератор, акӑ, чӑваш ҫӗрӗ тата __Шупашкар__ питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Тӗп хуламӑра вӑл малашлӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Республикине вара пӗчӗк Европа тесе хакланӑ. Савӑк кӑмӑлпа ҫунатланнӑскер «Чӑваш Ен пек пулма тӑрӑш» очерк ҫырма та ӗлкӗрнӗ иккен.
Мускав ҫыравҫисемпе тӗл пулнӑ май килес ҫул пирӗн патра «Пултарулӑх ҫыннисем: Мускаври тата ҫыравҫӑсем» анлӑ литература фестивалӗ ирттерме тӗв тунӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2825791|**Сӑнсем**__ (17)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |