Ача пахчисем тӑвас ыйтӑва маларах чӑвӑаш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов хӑй ҫине илнине эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух сӑмах Кӳкеҫрипе Муркашри пирки пынӑччӗ. Халӗ, ав, Шупашкартисене тӗрӗсӗлеме тытӑннӑ. Паян республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин тӗп хулари ача пахчисем тӑрӑх рейда тухнӑ.
Премьер-министр Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи VI микрорайонӗнчи 26-мӗш позицире ҫӗклекен ача пахчине ҫитнӗ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Унта 283 ача вырнаҫмалла. Халӗ ҫурта туса пӗтернӗ иккен те шалти электромонтаж тата отделка енӗпе тимлеҫҫӗ иккен. Моторин ӗҫсем графикран юлса пынине палӑртса ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.
Тепӗр пахчана, Богдан Хмельницкий урамӗнчи 240 вырӑнлӑх ача пахчине илсен, унӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ иккен. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле.
Ҫамрӑксен бульварӗнчи 21А адреспа вырнаҫнӑ ача пахчине ҫитес уйӑхра вӗҫлеме килӗшӳре палӑртнӑ. Ӗлкӗрес тесен васкамалла.
Мускав проспектӗнчи 38А ҫурта ача пахчи валли юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫе раштавра вӗҫлемелле. Подряд организацийӗ ӗлкӗрме шантарать-мӗн-ха.
Тепӗр объект — Эгер бульварӗнчи 35-мӗш ҫурт. Унта тахӑҫан спорт шкулӗ пулнӑ. Ӗҫне иртнӗ уйӑхрах вӗҫлеме палӑртнӑ та, анчах паян шалти ӗҫсемпе аппаланаҫҫӗ иккен.
Правительство пуҫлӑхӗ пур обьектра та ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |